Эс ишме пĕлмен пулă
Эс вĕçме пĕлмен кайăк
Сана çап — эсĕ кулăн, санран кул — эс пуç тайăн
Чĕлхее туртса илнĕ, этем ячĕ пăчланнă
Эс чăваш пулса килнĕ, шел, çакна эсĕ маннă
Тăлăх çумăр йĕрĕ-йĕрĕ
Юхĕ ахăрса шыв-шур
Ыратать пулсан —
Эс чĕрĕ
Ыратать пулсан —
Эс пур
Эс ташла пĕлмен лĕпĕш
Эс ишме пĕлмен кимĕ
Сан суй — эсĕ килĕш
Никам та çăлма килмĕ
Шухăша часрах питĕр
Куллуна эс хурат
Мĕн курнать çăлтăр витĕр —
Çук, йăлтах каç çăтать
Тăлăх çумăр йĕрĕ-йĕрĕ
Юхĕ ахăрса шыв-шур
Ыратать пулсан —
Эс чĕрĕ
Ыратать пулсан —
Эс пур
Эс юрла пĕлмен шăпчăк
Эс чупма пĕлмен ăйăр
Пÿлĕмре халь ма пăчă?
Урай ма йăштăр хăйăр?
Чĕкеçсем хумханаççĕ —
Ахăртнех, çумăра
Халь чĕлхешĕн çунаççĕ тĕппипех
Эс вара?
Тăлăх çумăр йĕрĕ-йĕрĕ
Юхĕ ахăрса шыв-шур
Ыратать пулсан —
Эс чĕрĕ
Ыратать пулсан —
Эс пур
Тăлăх çумăр йĕрĕ-йĕрĕ
Юхĕ ахăрса шыв-шур
Ыратать пулсан —
Эс чĕрĕ
Ыратать пулсан —
Эс пур
Эс пур was written by The Evil Sun.
The Evil Sun released Эс пур on Wed Jan 01 2020.